Пурнӑҫ — Вилӗм

 

3886Пурнӑҫран хакли ним те ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3887Пуҫ пулнӑ хул ҫинче чӗрӗ пулатпӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3888Пуҫра ӑс пулсан пурӑнмалӑх пур.Пурнӑҫ — Вилӗм
3889Пӳ епле, ӗмӗр ҫапла килет тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3890Пӳкле вилӗм Нехекрен, элчел вилӗм Пӳлӗхрен.Пурнӑҫ — Вилӗм
3891Пӳкле вилӗмрен Пӳлӗх те ҫӑлайман.Пурнӑҫ — Вилӗм
3892Пӳртре вут епле шартлатса ҫунать, пурнӑҫ та лайӑх пурӑннӑ чух ҫапла ӑнса пырать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3893Самана сакки сарлака.Пурнӑҫ — Вилӗм
3894Ҫамрӑк та сывӑ чухне пурнӑҫпа киленсе юл теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3895Ҫамрӑкла вилекен ик хут вилет теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3896Ҫӑва патне кайнӑ виле каялла килни ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3897Ҫӑпатана кутӑн тӑхӑниччен пурӑн теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3898Ҫӗр кун ҫӗрсе пурӑниччен пӗр кун ҫунса пурӑнас.Пурнӑҫ — Вилӗм
3899Ҫӗр ҫинче ҫуралнӑ ҫын ҫӗр ҫул пурӑнма тивӗҫлӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3900Ҫӗре каяс — ҫӗр хытӑ, ҫӳле каяс — ҫӳл инҫе.Пурнӑҫ — Вилӗм
3901Ҫӗре кӗмесӗр те ӗҫ пӗтмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3902Ҫӗре кӗресси туя каясси мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3903Ҫӗре кӗрсен епле ҫирӗп ҫын та ҫӗрет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3904Ҫӗре кӗрсен пурте пӗр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3905Ҫӗрӗк каска ҫӗр ҫул пурӑнать теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3906Ҫӗрулми ҫисех ҫӗр ҫул ытла пурӑнаймӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3907Ҫиекен выльӑхра ӗмӗт пур.Пурнӑҫ — Вилӗм
3908Ҫич хут кӗпе тӑхӑнакан вилмен тет, ҫич хут кӗрӗк тӑхӑнакан вилнӗ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3909Ҫураласси пӗр тан та, пурнасси пӗр тан мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3910Ҫуралассипе вилесси умри парӑм.Пурнӑҫ — Вилӗм
3911Ҫуралман ҫыншӑн вилӗм те ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3912Ҫуралмасӑр юлман та, вилмесӗр юлас ҫук теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3913Ҫурални ӳсет, ватӑлни вилет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3914Ҫын ӗмӗрӗ виҫ тӗрлӗ курмасӑр иртмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3915Ҫын ӗмӗрӗ ҫурхи шыв пек: пӗр кӗрлет те пӗр иртет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3916Ҫын ӗмӗрне ҫын пурӑнмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3917Ҫын ку тӗнчере хӑналӑх ҫеҫ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3918Ҫын ура ҫине ӗне пуссан кӑна хурапа шурра уйӑрса илме пуҫлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3919Ҫырт ҫитмесӗр ҫын вилмест теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3920Тӑпраран пулнӑ ҫын тӑпра ӑшне кӗмелле теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3921Тумтирне пӑх та пурӑннине пӗл.Пурнӑҫ — Вилӗм
3922Турӑ пулӑшсан пурӑнма юрать, Турӑ пулӑшмасан: пурнӑҫ каялла каять.Пурнӑҫ — Вилӗм
3923Усал вилӗм хӑй парнине шырать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3925Усал ҫын вилсен савӑннипе йӗреҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3924Усал ҫын вилсен тӑман тухать теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3926Ӳсӗме епле — ӗмӗрӗ ҫапла.Пурнӑҫ — Вилӗм
3927Халӑх юнне ӗҫсе пурӑнакан ҫын хӑй ӗмӗрне ҫитсе вилимасть: халӑх сӑмахӗ турпас мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3928Халӗ пур чух ӗҫсе-ҫисе выля та кул, вилсен ҫӑвартан пырса ямӗҫ теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3929Хӑйӗн пӗлӗвне пиллемесӗр вилекен ӳкӗнӗҫлӗ вилет теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3930Хӑрӑк йывӑҫ чӗриклетсессӗн те ҫӗр ҫул ларать, чӗрӗ йывӑҫ тӳрех ӳкет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3931Хӑрӑк турата ҫакӑниччен чӗрӗ турата ҫакӑнас.Пурнӑҫ — Вилӗм
3932Хура-шурӑ курмасӑр пурнӑҫ мӗнне пӗлме ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3933Хуҫӑлнӑ пуртӑ аври ҫичӗ ҫултан кирлӗ пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3934Чавса тӑршшӗ пурӑнас тетпӗр, чӗрне хури тӑршшӗ те пурнаймастпӑр.Пурнӑҫ — Вилӗм
3935Чаруллӑ пурӑнни кирек хӑҫан та аван.Пурнӑҫ — Вилӗм